Çĕнĕ Пăва
Wikipediaри материал
Çĕнĕ Пăва, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Пăва юханшыв хĕрринче вырнаçнă. 1927 çулчен Пăва ятлă пулнă.
2004 çулта кунта 213 кил пулнă, пурĕ 645 çын пурăннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 212 çын хутшăннă, вĕсенчен 115 çапăçусенче пуçĕсене хунă.
Ялта телефон станциĕ, ял вулавăшĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ пур.
[тӳрлет] Истори
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мěш çулчен Патăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Яла XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Цыгановсем никĕсленĕ. Вĕсем хальхи Вăрмар районĕ вырăнĕсенчен кунта куçса килнĕ. Çак вăхăтрах кунта христиан тĕнне вăйпа кĕртессинчен çылăнса тарнă темиçе тутар кил-йышĕ килсе вырнаçнă. 1820 — кунта пурăнакан 40 çын христиан тĕнне йышăнма килĕшнĕ.
1892 çулта ялта 2 класлă шкул никĕсленĕ. Ун хыççăн вăл пуçламăш, тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. 1937 çулта вара вăтам шкул туса хунă.
1929 çулта кунта «Сатурн» колхоза йеркеленĕ. 1956 çулта радио кĕртнĕ, 1960 çулта — электричество. 2003 çулта яла газ кĕртнĕ.