Александров Дмитрий Александрович
Wikipediaри материал
Александров Дмитрий Александрович, — чăваш çыравçи. Очерксемпе прозăсем çырать. 1932 çулхи чӳк уйăхěн 20 Чăваш Енри Красноармейски районěнчи Нимěчкасси ялěнче çуралнă. 1988 çултанпа Чăваш çыравçисен пěрлешěвěнче тăрать. Республикăн А. Талвир тата Н. Янгас ячěллě литература премиěсен лауриачě. Тинěс çарěсен ветеранě тата тыл ěçченě.
«Хисеп палли» орденне, çичě медале тата тăватă «Соцсоревнованисенче çěнтерекен» паллисене тивěçлě пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçě çинчен
Çěрпӳри ялхуçăлăх техникумне тата Мускаври ЦК ВЦСПС çумěнчи проффесилě утмалли аслă шкула вěренсе пěтернě.
Колхозник пулса ěçленě. Çавăн пекех "Гигант" колхоз парткомăн ирěке кăланă секретерě пулнă. Чăваш Енěн Красноармейски районěнчи Алманч ял совечěн председателě вырăнěнче те ěçленě. 1951-1956 çулсенче Хура тинěс флочěн службинче тăнă.
[тӳрлет] Ěçěсем
- «Асăну кĕнеки» (1990)
- «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă» (1994)
- «Ылханлă вăрçă вăхăтĕнче» (1994)
- «Алманч ялĕн историйĕ», 1-мěш кěнеки (1995), 2-мěш кěнеки (1998), 3-мěш кěнеки (2002)
- «Тинĕсри чикĕсен хуралĕнче» (1996)
- «Тăван çĕршывшăн» (1998)
- «Салтак шăпи» (1999)
- «Тинĕс мухтавĕн палăкĕсем» (1999)
- «Новороссийск» линкор путни» (1999)
- «Балти тинĕсён хумĕсем çинче» (2001)