Алманчă вăтам шкулĕ
Wikipediaри материал
Алманчă вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул. Шкула Красномайск, Кзыл-Чишма, Çĕнĕ Чĕпкас (аслă классене) ачисем вĕренме çӳреççĕ. Шкултан 5 ăсчах, 3 спорт мастерĕ вĕренсе тухнă. 27 çын тава тивĕçлĕ ĕçчен ятне тивĕçнĕ.
Шкулăн автобус пур.
[тӳрлет] Истори
Шкула 1889 çулта уçнă. Кун çинчен «Статистическое описание соборов, монастырей, приходских и домовых церквей Симбирской епархии» (1900) кĕнекере çырнă. Пăва уесĕн земство пухăвĕн журналĕнче вара урăхларах вăхăта кăтартнă. Унта шкул 1886 çул патнелле уçăлни çинчен пĕлтернĕ.
1922 çулта пуçламăш шкулне уçнă. Çĕнĕрен уçăлнă хута вĕренмелли шкулăн пĕрремеш вĕрентекенĕ Терентий Мартынов пулнă.
1954 çултанпа вăтам шкул.
Шкулăн хальхи çуртне 1975 çулта хута кĕртнĕ.