Алькеш
Wikipediaри материал
Алькеш, — Шупашкар хули çумĕнче вырнаçнă посёлок. Чи малтан йĕркеленнĕ урам Н.И. Айзман ячĕпе хисепленсе тăрать.
Пĕртен-пĕр вĕренÿ учреждение Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 63-мĕш шкул.
Малтан çавăн пекех Вонпукасси, Вомпукасси ятлă пулнă. Чиркӳ пур.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Шупашкар уесĕн Шупашкар вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шупашкар районне кĕме пуçланă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Айзман Николай Спиридонович, драматург;
- Мадуров Федор Иванович, скульптор;
- Мадуров Дмитрий Федорович, культуролог.