Андреев Филипп Андреевич
Wikipediaри материал
Андреев Филипп Андреевич, — сăвăç, прозаик. 1919 çулхи авăн уйăхĕн 1 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ) Кĕрекаç Упи (халĕ Кĕрекаç) ялĕнче çуралнă.
1994 çултанпа Раççейĕн тата Чăваш Енĕн ÇП кĕрет. Япони вăрçине хутшăннă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1939 çулта çара кайнă, яппун милитарисчĕсене хирĕç вăрçа хутшăннă, тĕрлĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн аслă пĕлӳ илнĕ, нумай çул хушши шкулта вăй хунă. Ялта шкулта ĕçленĕ чухне халăх юрри-такмакне пухнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пĕрремĕш калавне 1938 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ.
Пичĕтленнĕ кĕнекисем:
- «Тухăçри тапă» (повесть);
- «Шкул сачĕ» (1963);
- «Чĕмпĕр çути» (1980);
- «Тухăçран хăпарать шурăмпуç» (1993);
- тата ыттисем.
Хăйĕн сăввисене, поэмисене, калавĕсене тата хайлавĕсене хаçатсемпе журналсенче тата çавăн пекех сăвă пуххисенче пичетлет.
Çавăн пекех вăл «Атте килĕ», «Тайга кашлать» поэмăсене çырнă.