Архипов Дмитрий Архипович
Wikipediaри материал
Архипов Дмитрий Архипович, — прозаик, очерксем çырнă. 1868 çулта (кунĕ паллă мар) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Çĕнĕ Чулкаç (халĕ Çăкаллă Явăш) ялĕнче çуралнă. 1939 çулта Алма-Ата хулинче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенсен шкулĕнче вĕреннĕ. Саратов кĕперниĕнчи Хвалынск уесĕнчи Шималаково ялĕнчи чиркӳ прихочĕн шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Çавăн пекех çав ялтах вырнаçнă Андреевăн арçынсен малтанхи училищинче вĕрентнĕ.
1898 çулта Палестинăна кайнă. Каялла килнĕ май Турцире пурăнакан тăванĕсем патне кĕрсе тухнă. Вĕсемпе тĕл пулни çинчен «Константинопольти чăвашсем» ятлă очерк çырнă. Вал очерка 1903 çулта Хусанта уйрăм кĕнекепе пичĕтленĕ.