Дон (юханшыв)
Wikipediaри материал
Дон, — Раççейĕн Европа пайĕнче вырнаçнă юханшыв. Авалхи Грексем ăна Танаис тенĕ.
Тăршшĕ 1 950 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 422 пин км². Çăлкуçĕ Новомосковск хулинче вырнаçнă. Азов тинĕсĕн Таганрог заливне юхса тухать. Сосна юханшывĕнчен пыçласа карапсем ишме пултараççĕ. Лиски хулинчен пуçласа аяларах карапсем кулленех ишеççĕ.
Пысăк юпписем:
- Непрядва;
- Хитре Меча;
- Сосна (хăш-пĕр чухне Лăпкă Соснаран уйăрас тесе Хăвăрт Сосна теççĕ);
- Лăпкă Сосна;
- Хура Калитва;
- Чир;
- Çурçĕр Донец;
- Воронеж;
- Битюг;
- Хопёр;
- Медведица;
- Иловля;
- Сал;
- Маныч.
Атăлпа Дон юханшывĕсене карапсем çӳремелли Атăл-Дон каналĕ (1952 çултан) çыхăнтарать.
[тӳрлет] Хуласем
Дон хĕрринче çак хуласем вырнаçнă.
- Новомосковск
- Епифань
- Данков
- Лебедянь
- Задонск
- Семилуки
- Нововоронеж
- Лиски
- Павловск
- Серафимович
- Дон çинчи Калач
- Волгодонск
- Цимлянск
- Константиновск
- Семикаракорск
- Аксай
- Дон çинчи Ростов
- Азов