Иванов Константин Васильевич
Wikipediaри материал
Иванов Константин Васильевич, — чăваш сăвăçĕ, чăваш литературин классикĕ. 1890 çулхи çу уйăхĕн 15 Слакпуç (Ĕпхӳ кĕперни) ялěнче çуралнă. Халĕ вăл ял Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнче пулать. 1915 çулхи пуш уйăхĕн 13 тăван ялĕнчех Константин Васильевич куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1903-07 çулсенче Константин Иванов Çěмпěрти чăваш учитěлěсен шкулěнче вěреннě. Патшана хирěç митингсене хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса янă, çавăн пирки вăл 1907 çулта каялла Слакпуçа таврăннă. 1909 çулта вăл вара экзамен экстерн енěпе тытнă, халăх учителě ятне илнě. Литературăпа Константин Иванов 1907 çулта кăсăкланма пуçланă. Малтан вăл вырăс классикěсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1908 çулта Çěмпěрте «Нарспи» поэмăна пичěтленě.
[тӳрлет] Хисепĕсем
Халě Слакпуç ялĕнче сăвăçăн мемориаллă музейě пур. Кунта кĕрсе çӳрекенсем чаплă чăвашăн пурнăçĕн кун-çулĕпе, пултаруллăх ĕçĕсемпе паллашаççĕ.