Игнатьев Сидор Игнатьевич
Wikipediaри материал
Игнатьев Сидор Игнатьевич, — «Хыпар» хаçат редакторĕ, пултаруллă журналист тата публицист. 1877 çулта Шупашкар уесĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче (халĕ Çĕрпӳ районĕ) 1977 çулта çуралнă. 1917 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хусанти учительсен институтне пĕтернĕ. «Хыпара» пырас умĕн Хусанти 4 класлă училищинче вĕрентнĕ.
[тӳрлет] «Хыпар» хаçат редакторĕ
Малтанхи редакторсем пекех, С. Игнатьев — пултаруллă журналист тата публицист. Хаçат урăх çын аллине куçсан, йăлана кĕнĕ йĕркепе, çĕнĕ редактор кĕпĕрнаттăра хăйĕн программипе паллаштарнă. Кĕпĕрнаттăр ăна ырласа йышăннă. С. Игнатьевăн редактор ĕç-хĕлĕ нумая тăсăлман. Вăл алă пуснă пур номерте те — полицин чунсăр ĕçченĕсене, хуралçăсене, жандармсене критиклесе çырнă çивĕч материалсем тухнă. Тĕслĕхрен, 3-мĕш редактор кăларнă пĕрремĕш номертех (1906 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ) — пысăк шрифтпа калăпланă редакци материалĕ. Унта Шупашкар уесĕнче хресченсен пăлхавне хутшăннă 60 чăваша арестлени çинчен пĕлтернĕ.
Сидор Игнатьевăн çакăн пек çивĕч критикине тӳре таврашĕсем асăрхамасăр тăма пултарайман. 1906 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 43-мĕш номере полици арестленĕ. Тепĕр кунне хăйне те хула театрĕнченех тĕрмене тытса хупнă.
[тӳрлет] Ют çĕршыври пурнăç
Суд Сидор Игнатьева эсерсен партийĕпе çыхăну тытнăшăн айăплать, пилĕк çуллăха ссылкăна ямалла тăвать. Каярахпа ют çĕршыва кăларса яраççĕ. 1907-1910 çулсенче вăл Францире пурăнать, тĕрлĕ университетра вĕренсе пĕлĕвне малалла ӳстерет, французла тата нимĕçле лайăх калаçма хăнăхса çитет, общество пурнăçне хутшăнать. Сăмахран, чи лайăх сочиненисен конкурсĕнче вăл «Приз» ятлă сумлă премие тивĕçет.
[тӳрлет] Раççее таврăнни
1910 çулта Раççее таврăнать. Сидор Игнатьев хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп çул-йĕре суйласа илет — çар училищине вĕренме кĕрет. 1916 çулта ăна пĕтерсе прапорщик пулса тăрать. Çакă паллă: Сидор Игнатьев пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Подпоручика, рота командирне фронтри хаюлăхпа паттăрлăхшăн Георгий хĕресĕпе тăватă хут наградаланă.
1917 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.