Ильин Иван Николаевич
Wikipediaри материал
Ильин Иван Николаевич, — сăвăçă, прозаик, публицист. 1930 çулхи кăрлачăн 1 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. 1998 çултан Чăваш çыравçисен пěрлешěвěнче тăрать. Чăваш Енĕн халăх академикĕ, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей Федерациĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Савăн пекех çак ятсене тивĕçлĕ пулнă: СССРăн çутăлăх ĕçĕсен отличникĕ, Раççей Федерациĕн халăха çутта кăларакан отличникĕ. Пĕтĕм тĕнчери баталист тата маринст писателĕсен ассоциациĕнче тăрать. 1974 çулта соцсоревнованинче çĕнтернĕ.
Иван Ильин çăк медальсене тивĕçлĕ пулнă:
- «Тăван çĕршывăн 1941 — 1945 çç. аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль;
- «Ĕç хастарлăхшĕн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çитнĕ ячĕпе» медаль;
- «Ĕç ветеранĕ» медаль;
- тата ыттисем.
Çавăн пекех грамотăсемпе, паллăсемпе, значоксемпе палăртăннă. Ӳкĕтленӳ ĕçĕсемшĕн унăн ятне РК КПСС тата КПСС обкомăн хисеп кĕнекисене çырнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1946 çулта Патăръелти педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Кайран И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутне. Ун хыççăн çара кайнă, Лăпкă океан тинĕс çăрĕнче сапёр, штаб пайĕн çыравçи тата ытти ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Пĕтĕм хăй пурнăçне хăйĕн тăван ялĕнчи шкула панă. Вĕрентекен, шкул директорĕн çумĕ, директор вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Патăръел районĕнчи Сăкăт ял канашăвĕн хăлăх депутачĕсен депутачĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн нумай ĕçĕсем, пултаруллă сăввисем, очерксем пĕтĕм чăвашла тухакан хаçăтпа журналсенче пичĕтленнĕ.