Ильин Станислав Петрович
Wikipediaри материал
Ильин Станислав Петрович, — юрăсем валли сăвă çыракан, публицист, куçаруçă. 1950 çулхи утă уйăхĕн 3 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. Чăваш Енĕн кĕвĕçичен пĕрлешĕвне кĕреть. 1996 çулта А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература премиĕн лауреат ятне тивĕçлĕ пулнă. 2002 çултанпа Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. 1994 Кĕвĕ пĕрлешĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне кĕрет.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1967 çулта Сăкăтри вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Кайран вара ялти клубăн заведующиĕ пулса ĕçленĕ. Çара кайсан унта салтаксен волкалпа инструментлă ансабле ертсе пынă. Çартан килсен Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне пĕтернĕ.
Шкул вĕрентекенĕ, Чăваш радиопа телевидĕнче кĕвĕ передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш республикин ăслăлăхпа методика центрĕн уйрăмĕн Халăх пултарулăх çурчĕнче аслă редактор, информаципе аналитика уйрăмĕн заведущий вырăнĕнче ĕçленĕ. [[ 1990]] çултанпа Чăваш Ен кĕвĕçисен Ассоциациĕн яваплă секретарĕ. 2000 çултанпа «Клуб тата халăх пултарулăхĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн ĕçĕсем нумай хаçатпа журналта пичĕтленнĕ. Çавăн пекех юрăллă-сăвăллă текстсене куçарать.