Ион Шеремет
Wikipediaри материал
Ион Шеремет, — çыравçă. 1969 çулта Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче çуралнă.
Калавсем, сăвăсем, пьесăсем çырать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче çуралнă, ачалăхĕ çав районти Автанçырми ялĕнче тата Шупашкарта иртнĕ.
Хальхи вăхăтра Шеремет — «Чуваш.ру» портал хуçи тата администраторĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Шупашкарта пуçласа «Техника съема» эссепе 1990 çулта чапа тухнӑ, унта вӑл, хăй пурнăçĕнчи юрату çыхăнĕвĕсене тишкерсе, хĕрарăмсемпе мĕнле паллашса çывăхланмаллине çырса кăтартнă.
Хăй çырнисĕр пуçне, Шеремет хăй те литература геройĕ пулса тăнă: ун пирки Владимир Степанов постмодернист çыравçă 2 томлă «Эфемероптера каçĕ» роман çырса кăларнă, роман «Аван-и» хаçатра 1992 çулта пичетленнĕ.