Кăтра Мишши
Wikipediaри материал
Кăтра Мишши (чăн ячĕ Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич), — прозаик. 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче çуралнă. 1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тернополь хулине ирĕке кăларнă чухне çапăçура вилнĕ.
1962 çултанпа (вилнĕ хыççăн кĕртнĕ) СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1929 çулта Тивĕшри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Кайран Шупашкар педагогика техникумĕнче (1932) тата педагогика институтĕнче (1938) пĕлӳ пухнă.
1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă.
Ачасене вĕрентнĕ, Чувгиз редакторĕ пулнă. 1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пĕрремеш калавне 1932 çулта «Сунтал» журналĕнче пичетленĕ.
1932-1941 çулсенче хаçатсемпе журналсенче вăл çырнă 20 ытла илемлĕ калав пичетленнĕ. Чи паллисем:
- «Парне»;
- «Элек»;
- «Виç алă»;
- «Уйăх ансан»;
- «Татăлнă ĕмĕт»;
- «Сисĕм»;
- «Туслăх»;
- тата ыттисем.
[тӳрлет] Литература
- Юрьев М. И. Вăл пурнăçпа тан утнă. //Ялав, 1996, 6№.