Кавал вăтам шкулĕ
Wikipediaри материал
Кавалти вăтам тĕп пĕлӳ паракан шкул, — Кавал ялĕнче вырнаçнă шкул.
Шкул адресĕ: Капитоновсен урамĕ, 5 çурт.
Шкулта пурĕ 23 вĕрентекен. Шкулта компьютерсем пур, шкул автобусĕ. Çавăн пекех шкул çумĕнче çур гектар çĕр, гектар çурă сад, тата уйра 10 гектар çĕр, техника пур.
Шкулта çавăн пекех «Хĕвел» ятлă ача-пăчасен организацийĕ ĕçлет.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Шкул Чăваш Енри чи ватă шкулсем шутне кĕрет. Ăна 1847 çулта уçнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ А.Я. Лебедев пуп пулнă. Шкулăн çурчĕ истори енчен питĕ паха. Ăна 1912-1924 çулсем хушшинче тыткăна лекнĕ австрсем хăпартнă.
[тӳрлет] Веренсе тухнăскерсем
Шкултан пурĕ ултă пин ытла ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен чи паллисем:
- Рзай Виктор Ефремович, çыравçă, сăвăçă.
- Исаев Мĕтри, çыравçă.
- Моклаков Р.В., кĕвĕçĕ
- Зарубин, Н.Д. лётчик-паттăр.