Казанов Аркадий Петрович
Wikipediaри материал
Казанов Аркадий Петрович, — прозаик, сăвăç. 1932 çулхи çурла уйăхĕн 27 Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ялĕнче çуралнă.
1994 çултанпа Раççей Федерациĕн çыравçисен пĕрлешĕвне кĕрет. 1982 çулта Чăваш АССРĕн, 1988 çулта РСФСРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чăваш педагогика институчĕнче, Ленинградри аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ.
Вăрмар район хаçачĕн редакциĕн ял-хуçалăх уйрăмĕн заведующиĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн реакторĕ пулса ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн ĕçĕсем çак калавсемпе хайлав пуххисенче пичетленнĕ:
- «Ачалăх сукмакĕсем» (1987);
- «Чун йыхравĕ» (1989);
- «Ир ларнă хĕл» (1991);
- «Кашкăр юртиллĕ этем кĕрчĕ» (2001);
- тата ыттисенче.