Калай Михаил Николаевич
Wikipediaри материал
Калай Михаил Николаевич, — прозаик. 1894 çулта Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. 1946 çулта вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Ачасене вĕрентнĕ. Репрессине лекнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1925 çултан пуçласа хăйне 1937 çулта, сăлтавсăр айăпласа, инçе çĕре яричченех хаçат-журналта очерксем, калавсем, повеçсем пичетленĕ. Уйрăмах «Сăр хумхансан» тата «Çĕнни çуралсан» повеçсем палăрса тăраççĕ.
«Трактор» журналта çак повеçсем пичетленнĕ: «Сăр шывĕ хумхансан» (1931), «Çĕнни çуралсан» (1932). Çавăн пекех «Сунтал» тата «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ.