Кашмаш вăтам шкулĕ
Wikipediaри материал
Кашмаш вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнче вырнаçнă Кашмаш ялĕнчи вăтам шкул.
2001 çулта пурĕ 9 класс пулнă, 120 ача (вĕсенчен 54 хĕрача) вĕреннĕ, 17 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕрентекенсенчен 13-ĕшĕ аслă пĕлӳллĕскерсем пулнă.
Шкулăн компьютер, 2 гектар пысăкăш вĕренсе опыт пухмалли çĕр пур. Шкул вулавăшĕнче 7755 кĕнеке упранать.
[тӳрлет] Истори
1896 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ялта арçын ачасен земство училищине уçăлнă. 47 ача вĕреннĕ, вĕсене икĕ вĕрентекен вĕрентнĕ. 1904 çулта хĕрачасен училищине уçнă, унта 25 хĕр ача вĕреннĕ.
1918 çулта икĕ училищĕне пĕрлештерсе Кашмашри 1 ступеньлĕ совет шкулне туса хунă. Директорĕ С.И. Громова (Кольцова) пулнă. 1949 çулта ăна Ленин орденне тивĕçтернĕ.
1924-1925 çулсенче шкул пĕр комплектлă шкул пулса тăнă, 1929 çулта шкулăн çĕнĕ çуртне хăпартма пуçланă.
1931 çулта колхоз çамрăкĕсен шкулĕ туса хунă. Директор вырăнĕнче Васильев Б.М. ĕслеме пуçланă.
1937-мĕш çултанпа çичĕ çул вĕренмелли шкул. 1959 çултанпа сакăр класс вĕренмелли шкул пулса тăнă, халĕ — пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкул.
1951/1952 çулсенче шкулта 163 вĕренекен вĕреннĕ, 9 вĕрентекен ĕçленĕ. Шкул вулавăшĕнче 962 кĕнеке пулнă. 1963 çулта 188 вĕренекен, 12 вĕрентекен пулнă.