Кенеш Мучи
Wikipediaри материал
Кенеш Мучи (чăн ячĕ Мальцев Геннадий Степанович), — çыравçă, сăвăç. 1929 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1979 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкарти вăтам ял хуçăлăх шкулĕнче, партин Ленинградри аслă шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Чăвашрадион корреспонденчĕ, Йепреç район хаçачĕн редакторĕ, «Капкăн» журналăн пай заведующийĕ, Çыравçăсен Пĕрлешĕвĕн пропаганда бюровĕн ертӳçи пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Очерксем, калавсем, фельетонсем çырнă.
- «Çĕнĕ председатель» (1957);
- «Кашли киле кĕр» (1963);
- «Юратăва упра» (1970);
- «Çуралнă кун» (1974);
- «Уй куçлă, варман хăлхаллă» (1976);
- «Пирĕн асанне» (1978);
- «Парне кунĕ» (1979);
- «Кама — кулă, кама — хулă» (сатирăллă калавсем, 1980);
- «Олегпа Валерик тусĕсем» (1982)
- «Ваттисем ахаль каламан...» (Калавсемпе шӳтсем, 1989);
- «Вĕренĕн те вĕçĕ пур» (Кулăшла калавсем, (1989);
- «Пурнăçа шеллемесĕр» (Очерксем, 1990)
Унăн сăввисем çине лирикăллă юрăсем хывнă.