Кривоносов Владимир Михайлович
Wikipediaри материал
Кривоносов Владимир Михайлович, — кĕвĕç. 1904 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Вязьма патĕнчи çапăçура пуçне хунă.
1935 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1930 çулта Мускав консерваторине вĕренсе пĕтернĕ. Унăн вĕрентекенĕсем Г.Н. Дулов, К.Г.Мострас (скрипка), Г.Э. Конюс тата Р.М. Глиэр (музыка теориĕн предмечĕсем) пулнă. 1939 çулта унтах «Музыка этнографиĕ» темăпа асперантурăна пĕтернĕ.
1930-1936 çулсенче Шупашкарта ĕçлесе пурăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пĕрремĕш «Хаваслăх» ятлă чăваш музкомедиĕн авторĕ. Кантата, симфони тата камерлă-инструментлă произведенисем çырнă. Чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсене тĕпченĕ.
[тӳрлет] Веренекенĕсем
Унăн вĕренекенĕсем:
- Воробьев Геннадий Васильевич (1918-1939);
- Лебедев Герман Степанович (1913-1980);
- Орлов-Шуçăм Аристарх Гаврилович (1914-1996);
- Хирпю Григорий Яковлевич (1911-1983);
- Лукин Филипп Миронович (1913-1994);
- Ходяшев Виктор Александрович (1917-2000);
- Васильев Фёдор Семёнович (1920-2000);
- Токарев Аверий Матвеевич (1918-1997);