Лява Платтунĕ
Wikipediaри материал
Лява Платтунĕ (чăн ячĕ Львов Платон Захарович), — сăвăç, прозаик, тăлмач. 1892 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче çуралнă. 1941 çулта тĕрмере вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Тивĕшри икĕ класлă шкулта, Бирскри вырăс мар халăхĕсен вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. 1917 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа — эсер, 1918 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа сулахай — эсер, 1918 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа — ВКП(б) членĕ.
«Канаш», «Хыпар» хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. Лява Платтунĕ чăваш патшалăх издательствине никĕслекенсенчен пĕри.
1922-1927 çулсенче издательство директорĕ, «Чăваш Ен» хаçатăн редакторĕ пулса ĕçленĕ.
1937 çулта репрессине лекнĕ, 1941 çулта тĕрмере вилнĕ. Вилнĕ хыççăн ырă ятне тавăрнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăвă, калав, фальетон çырнă. Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Молодость в Красной Армии» (Хĕрлĕ Çарти çамрăклăх);
- «История Красной Армии» (Хĕрлĕ Çар историйĕ).
Çар историйĕ кĕнекисене чăвашла куçарнă.