Максимов Геннадий Аркадьевич
Wikipediaри материал
Максимов Геннадий Аркадьевич, — çыравçă. 1961 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралнă.
2001 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Вăрнарти совхоз-техникумра, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Комсомольски район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, Чăваш телевиденийĕн ачасемпе çамрăксен кăларăмĕсен заведующийĕ, «Хресчен сасси» хаçачĕн тĕп редактор çумĕ, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ пулнă.
1994 çултанпа «Хыпар» издательство çурчĕ» ПУПăн тĕп редакторăн çумĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленеççĕ. 2005 çулта «Сталин грамоти» ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă.