Мартьянова Любовь Васильевна
Wikipediaри материал
Мартьянова Любовь Васильевна, — чăваш сăвăçи. 1950 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче çуралнă.
1986 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Октябрьски вăтам шкулĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн Патăрьел районĕнчи Турхан вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1977 çултанпа «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче еçлет, малтан корректор пулнă, 1980 çулта поэзи пайĕн редакторĕ пулма уйăрса лартнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- «Эп чĕртнĕ вучах» (1982);
- «Сенкер ачалăх» (1983);
- «Шурă юр юрри» (1986);
- «Йышăнман сăмахсем» (1991);
- тата ыттисем.
Ун сăввисемпе «Чечек акрăм та», «Аса ил», «Сарă çулçăсем» тата ытти юрăсене хывнă.