Меречен Петĕрĕ
Wikipediaри материал
Меречен Петĕрĕ (чăн ячĕ Гаврилов Пётр Михайлович), — чăваш сăвăçи. 1925 çулта Тутарстанăн Аксу районĕнчи Мерчен ялĕнче çуралнă.
3 степеньлĕ Мухтав орденне, Тăан Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденсене, медальсене тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Аксу педагогика училищинче вĕреннĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, ачасене шкулта вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăввисем хаçатсенче, журналсанче, темиçе авторăн сăвă пуххисенче пичетленнĕ. 2003 çулта «Сăвăсем» кĕнеки тухнă.