Мордвасем
Wikipediaри материал
Мордвасем, — Мордва Республикин тěп халăхě. Çавăн пекех Саратов, Пенза, Çěмпěр, Чулхула, Оренбург облаçěсенче, Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăрт республикинче, Çěпěрте пурăнаççě. Мордвасен тěнě — провослави.
Мордвасем икě пайя пайлаççě, эрзя тата мокша çине. Кашни йышěн хăйěн чěлхи пур, хăйěн йăли-йěрки тата ытти уйрăмлăхěсем. Мордвасем хушшинче тата икě пěчěк юшкăн пур. Ку терюхансем тата каратайсем. Пěрремěшсем XIX эмěртех вырăс чěлхине вěреннě хыççăн вырăссем хушшинче çухалнипе пěрех. Теприсем Тутарстанра Атăлăн сылтăм енчи çыран хěрринчи виçě ялта пурăнаççě, тутарла тата вырăсла калаçаççě.
Халăх йышě 1970 çулхи перепись тăрăх 1 263 пин çынна танлашнă. Ку перепись тăрăх мокшапа эрзясене уйăрман, пěрле шутланă. 2002 çулхи перепись тăрăх Раççейре пěтěмпе 843,4 пин мордвасем пурăннă. Мокшасем 49,6 пин çын пулнă, эрзясем — 84,4 пин çын.