Мышкина Альбина Федоровна
Wikipediaри материал
Мышкина Альбина Фёдоровна, — чăваш çыравçи. 1972 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Анаткас Уçырма ялĕнче çуралнă.
Чăваш прозине аталантарас ĕçри ӳсĕмсемшĕн вăл Чăваш Енĕн Çамрăксен Патшалăх премине илме тивĕç пулнă (1999).
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти вăтам шкулта, Чăваш Патшалăх Университечĕн чăваш филологипе культура факультетĕнче вĕреннĕ. 1995 çултанпа Чăваш Патшалăх Университечĕн журналистика факультетĕнче ĕçлет. 1999-2002 çулсенче аспирантурăра вĕренсе чăваш литературипе филологи ăслăлăхсен кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Литература енĕпе университетра вĕреннĕ чухнех ĕçлеме тытăннă. Паллă ĕçĕсем: «Юр пĕрчи» (1993), «Виçĕ хĕрпе сар каччă» повеçĕ («Ялав» журналта пичетленнĕ, 1995). Ун хыççăн асăннă журналта «Пурнăç техĕмĕ», «Çурçĕр хыççинчи шăнкăрав», «Сӳннĕ ĕмĕтсен утравĕ», «Малтанхи пил» повеçĕсем тухнă.
2004 çулта «Атте пилĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.