Пăртта
Wikipediaри материал
Пăртта, — XIX ĕмĕрте пурăннă юрăç. Вал хальхи Патăрьел районне кĕрекен Чакă ялĕнче пурăннă. Хăçан çуралса ӳсни, çĕре кĕни паллă мар.
Питĕ паллă юрăçă пулнă. Анчах та питĕ хитре пĕр юрри çеç упранса юлнă. Вăл Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» икĕ кĕнекесенче тухнă (пĕри 1909 çулта, тепри — 1912 çулта тухнă). Юррине «Хамăр тăван, ай, ăçта-ши?» тесе ят пама пулать. Пăртта юрри иккĕмĕш кĕнекере. Малтанхи кĕвĕ тĕпчевçи Петр Пазухин çырнă тăрăх Пăртта юрăç 1912 çулта ватă çын пулнă.