Пайраш Кузьма Ильич
Wikipediaри материал
Пайраш Кузьма Ильич (чăн хушамачĕ Садиков), — прозаик, драматург, хирург. 1906 çулхи чӳк уйăхĕн 14 Чикме уесĕнчи Вускасси ялĕнче çуралнă. 1974 çулхи нарăсăн 13 Шупашкарта вилнĕ.
1938 çултанпа СССРти çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. 1964 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ тухтăр ятне панă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
«Канаш», «Молодой крестьянин» хаçатсенче, Чăваш Республикин Пульницинче хирург пулса ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче, 1941-1946 çулсенче, Иккĕмĕш Инçет Хĕвелтухăç фрончĕнче хирург шучĕнче хутшăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене 1925 çулта пичĕтленĕ. Çавăн пекех тĕне хирĕçле тата тĕлĕксем çинчен кĕнекесене, «Телейсĕр кунсем» драмине (1928) тата ытти япаласене çырнă.