Пасар
Wikipediaри материал
Пасар, — суту-илӳ тумалли вырăн. Тахçан авал пасар лаптăкĕ аслă çулсем пырса юпленекен тăваткăлсенче, лаптăксенче ларнă. Каярахпа çавăн пек вырăнсенче пасар ялĕсем, хулисем пулса кайнă. Авалхи Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн Атăл çыранĕнчи Ака пасарĕ ятлă вырăн пулнă. Пасар лаптăкăнче суту-илӳ тумалли лаптăксем, лавккасем лараççĕ. Выльăх сутакан, катка-пичке, урапа-çуна, кĕрепле-çава, апат-çимĕç, тыр-пул, пыл-çу, эрех-сăра т. ыт. япаласен вырăнăсем пур. Темиçе ялăн пĕр пасар. Пур пасарăн та хăйĕн кунĕ пулнă. Хальхи ялти пасарсем шăматкун е вырсарникун ĕçлеççĕ, хулари пасарсем эрнипех уçă.
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |