Пурхи Ахван
Wikipediaри материал
Пурхи Ахван (чăн ячĕ Афанасьев Порфирий Васильевич), — сăвăç, прозаик, драматург, тăлмач. 1942 çулхи нарăсăн 20 Тутарстанăн Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Ильмово ялĕнче çуралнă.
1977 çултанпа СССРăн ÇП членĕ шутланать. 1992 çулта Чăваш Енен тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ятне, 1998 çулта Чăваш Енĕн халăх сăвăçи ятне тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Енĕн патшалăх премиĕн тата 1982 çулта Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕлле премиĕсен лайриачĕ пулнă. Çавăн пекех вăл И. Яковлев, Ф. Карим, Трубина Марфи ячĕллĕ премисен лауриачĕ пулнă. Пĕтĕм тĕнчери тĕнче халăхĕсен ăс-тăнлăх пĕрлешĕвĕн академиĕн академикĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1964 çулта Хусанти педагогика институтне, 1976 çулта ЦК КПСС çумĕнчи Аслă парти шкулĕнчи журналистика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, Çарăмсан район хаçачĕн, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн (1967—1974, 1976—1977) редакциĕсенче ĕçленĕ. Хатĕр пул журналăн редакторĕ, Чăваш Енĕн ÇП правлениĕн председателĕ (1986—1990), ЧăвашРадиопа Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулнă. 1998 çултанпа Чăваш Енĕн пичетпе информаци политикин Патшалăх комитечĕн председатель çумĕ пулнă.
Халĕ Чăваш Енĕн професионаллă çыравçисен пĕрлешĕвĕн правлениĕн председателĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçлет.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Чăваш чĕлхи çине У.Шекспирăн «Виндзорские проказницы» комедине, Л.Леоновăн «Нашествие» тата В.Распутинăн «Деньги для Марии» пьесисене куçарнă. Ку авторсен пуçне тата ытти авторсен ĕçĕсене те чăваш чĕлхи çине куçарнă.
«Сан ятупа» (1986) ятлă сăвăллă трагедине Чăваш драма театрĕнче лартнă. Унăн сăввисем çине кĕвĕçĕсем «Пырса курăр хăнана», «Кĕрхи туслăх», тата ытти юрăсене хывнă.
Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:
- «Çарăмсан кĕввисем» (1975)
- «Вучах» (1978);
- «Чун çути» (1980);
- «Пурăн юрату!» (1985);
- «Хĕвел хапхи» (1988);
- «Глоток воды из Черемшана» (1990, тутар чĕлхи çинче);
- «Тав» (1999);
- тата ыттисем.
[тӳрлет] Литература
- Лукин А. В. Сана курап та — чун яр уçă // Тăван Атăл; 1996. 8№,