Румянова Клара Михайловна
Wikipediaри материал
Румянова Клара Михайловна, — вырăс кино тата радио актриси. 1929 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. 2004 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Вăл 300 ытла мультфильмри сăнарсене хăйĕн сассипе янратнипе халăх асĕнче юлнă.
1979 çулта Раççейĕн тава тивĕçлĕ актриси ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1940-мĕш çулсенче Мускава куçнă хыççăн Пĕтĕм союзри патшалăх кинематографи институтне вĕренме кĕнĕ. 1953 çулта вăл ăна ăнăçлă пĕтернĕ.
Институтра вĕреннĕ чухнех кинора ӳкерĕннĕ. Вăл «Ялти тухтăр» (Сельский врач, Лена), «Вĕсем малта пулнă» (Они были первыми, Варя), «Тăваттăн» (Четверо, медсестра), «Çĕнĕран пуçланă пурнăç» (Жизнь сначала, Зоя), «Воскресени» (Богодуховная), «Вăхăт, малалла!» (Время, вперёд!, Лушка), «Вуникĕ пукан» (Двенадцать стульев, Фёдор аттен арăмĕ).
1970-мĕш çулсенчен пуçласа кинора ӳкерĕнме пăрахнă, вăл вырăнне вăл мультфильмсене хăйĕн сассипе янăратма пуçланă.