Сенĕк Иван Герасимович
Wikipediaри материал
Сенĕк Иван Герасимович (чăн хушамачĕ Кузнецов), — прозаик. 1886 çулта халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районне керекен Çĕн Тĕмер ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Самар хулинче вилнĕ.
Кели Григорий Иванович ашшĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хусанта вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарире вереннĕ. Ачасене вĕрентнĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн партипе совет аппаратĕнче ĕçленĕ. Самарта крайĕçтăвкомăн чăваш секцийĕнче вăй хунă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Шӳтлĕ калавсемпе фельетонсем çыра-çыра «Капкăнра», ытти хаçат-журналта пичетленнĕ. «Йĕплĕ хулă» (1935) ятлă кĕнеке кăларнă.