Станислав Лем
Wikipediaри материал
Станислав Лем (пол. Stanisław Lem), — поляк çыравçи, сатирик, философ. 1921 çулхи авăн уйăхĕн 12 Львов хулинче çуралнă. 2006 çулхи пуш уйăхĕн 27 Краков хулинче вилнĕ. Унăн кĕнекисем 40 чĕлхе çине куçарăннă, 27 млн ытла экземпляр сутăннă.
1977 çулта ăна Краков хулин чаплă гражданинĕ шутне кертнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Станислав Лем ларинголог тухтăрĕн çемьинче çуралнă. Львов университетĕнче медицина тĕлĕшенчен пĕлӳ пухнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи унăн пурнăçне университетра вĕреннĕ чухне кĕнĕ. Тăшмана хирĕç ушкăнсене хутшăннă, хула фашистсем аллине лекнĕ хыççăн автомеханик тата сварщик пулса ĕçленĕ.
Çыравçă пурнăçĕ çинчен анлăрах унăн «Манăн пурнăç» (Mein Leben, 1983) автобиографине вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех ачалăх вăхăчĕ çинчен «Çӳллĕ замок» романне çырнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Станислав Лем фантастикăллă ĕçсем çырнă. Унăн ĕçĕсенче кулăшла самантсем питĕ нумай тупма пулать.
Хăй каланă тăрах, унăн пултарулăхĕ çине çак çыравçăсем витĕм кӳнĕ:
- Сол Беллоу (1915—2005), американ çыравçи,
- Герберт Джордж Уэллс (1866—1946), акăлчан çыравçи, публицист,
- Норберт Винер (1894—1964), американ философĕ, математик,
- Клод Элвуд Шеннон (1916—2001),
- Жюль Габриэль Верн (1828—1905), паллă француз çыравçи,
- Вильям Олаф Стейплдон (1886—1950), акăлчан философĕ, фантастикăлла çыравçă.