Степанов Михаил Степанович (Ĕç Паттăрĕ)
Wikipediaри материал
Степанов Михаил Степанович — Ĕç Паттăрĕ. Вăл 1925 çулхи юпа, 25 Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шупашкарти мамăкпа хут комбинатĕнче чул ăстире ĕçленĕ, кайран 1-мĕш стройтрестра ушкăн маçтăрĕ пулса вăй хунă, «Оргтехстрой» тресчĕн ĕçшутлав уйрăмĕн (проектный отдел) тĕп инженерĕ ĕçне туса пынă, кайран 8-мĕш ПТУ-ра ĕçе вĕрентекен маçтăрĕ пулса ĕçленĕ. СССР Аслă Канашĕн депутачĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ. Вăрçăна хутшăннă.
[тӳрлет] Хисепĕсем
- Ĕç Паттăрĕ
- ЧАССР Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине çырнă
- Ленин орденĕн кавалерĕ (икĕ хут)
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ строителĕ
- Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ строителĕ