Тăвай
Wikipediaри материал
Тăвай, — сала, 1935 çултанпа Чăваш Енĕн Тăвай районĕн администраци вырнаçнă вырăн. Ытти районсемпе тытăмсене Канаш хули урлă тытаççĕ. Канаш хулинчен 25 çухрăмра вырнаçнă. Шупашкартан 104 çухрăмра вырнаçнă.
1999 çӳл пуçламăшĕ валли Тăвай салинче 3,8 пин çын пурăннă. Ял варринче икĕ-виçĕ хутлă çуртсем лараççĕ.
Ялта вăтам пĕлӳ паракан шкул, ача-пăча ӳнер шкулĕ, Хусанти технологи университечĕн техника лицейĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вуза хатăрлекен центрĕ, Чăваш патшалăх пудагогика университечĕн педагогика класĕ вырнаçнă. Çавăн пекех краеведени музейĕ, 2 библиотека, Культура çурчĕ пур. Чăваш чĕлхи çинче «Ял ĕçченĕ» хаçат тухса тăрать.
[тӳрлет] Истори
Малтан ял çавăн пекех Архангельское тата Тăвай Тимеш ятпа паллă пулнă. Тимеш ячĕпе Тăвай 1565 çултанпа паллă. Ку вăл ялăн пĕрремĕш ячĕ пулнă. XV - ХVI ĕмĕрсенче çапла Хусан ханствинче ялăн ячĕ калаçăва кĕнĕ. ХVII ĕмĕр варринче ялран çынсем кăнтăралла куçма пуçланă. Çапла Тăвай районĕнчи Элексей Тимеш, Тик Тимеш, Анатри Тимеш, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш (Тăвай Тимеш) ялĕсем пулса кайнă. Чăваш Енре Тимеш ятлă 10 ял тарин пур.
Иккĕмĕш ял ячĕ — Архангельское. Иван IV патша Атăлçи халăхĕсене христиан тĕнне кĕртессине пуçарса янă хыççăн чăвашсене те тĕне кĕртме тытăннă. 1720-1722 çулсенче Пётр I патша та темиçе хушу кăларнă ку тĕлпе. 1740 çултан вара правительство ĕçе пĕтĕм вăйпа пуçарăннă. Вĕсем халăха вăйпа кӳлĕсене кĕртнĕ, хĕрес тыттарса вырăс ятсене панă. Çавăн пекех чиркӳсем хăпартнă. 1757-1759 çулсенче Тăвайра чиркӳ хăпартнă. Вал чиркӳ ячĕнчен, Михаил Архангела халаланнăскертен, ял ячĕ те улшăннă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Пермек Александр Иванович, чăваш сăвăçи.
- Трифонова Валентина Ивановна, актриса.