Тăрăн вăтам шкулĕ
Wikipediaри материал
Тăрăн вăтам шкулĕ, — Патăръел районĕнчи Тăран ялĕнче вырнаçнă шкул.
[тӳрлет] Истори
1839 çулта халăх училищи пек удел ведомстви уçнă. 1865 çултанпа земство шкулĕ. Çавăн пекех перле хĕрачасене вĕрентекен училищи уçăлнă.
1872 çулхи çĕртме уйăхĕн 8 шкула Ульянов Илья Николаевич килсе кайнă. Тĕрĕслев иртернĕ хыççăн вăл хресченсенчен 283 тенкĕ те 42 пус, земствăран 120 тенкĕ пуçтараççĕ, училищĕне 40 арçын ача тата 20 хĕрача çӳрет тесе çырса хăварнă.
1932 çултанпа — тулли мар вăтам шкул, 1961 çултанпа — сакăр шкул вĕрентекен шкул, 1993 çултанпа — вăтам шкул.
[тӳрлет] Директорсем
Директор вырăнĕнче нумай ĕçленĕ:
- Полетаев А. М. (20 çул ытла);
- Петров П. П. (27 çул);
- Илехметов И. Г. (42 çул);
Илехметов И. Г. — Чăваш Енĕн тата тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, çут-ĕç отличникĕ.