Толстой Лев Николаевич
Wikipediaри материал
Лев Николаевич Толстой, — тĕнчипе паллă вырăс çыравçи. 1828 çулхи авăн уйăхен 9 Тула кĕперниĕн Крапивинка уесĕнчи Яснăй Полянăра çуралнă. 1910 çулхи чӳк уйăхĕн 20 вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Лев Толстой çуралнăранпа икĕ çул та иртмен, мĕнле унăн амăшĕ вилсе кайнă. Амăшсăр юлнă ачасене аякри тăванĕ Т. А. Ергольская пăхса вĕрентме тытăннă. 1837 çулта аслă ывăлне университета кайма вăхăт çитнĕ пирки, кил-йышĕпе пĕрле Мускава куçса кайнă. Анчах кĕтмен çертен инкек килнĕ, ашшĕ вилсе кайнă. Ун хыççăн виçĕ кĕçĕн ывăлĕ каллех Яснăй Полянăна таврăннă, вĕсене Т. А. Ергольская пăхма пуçланă. 1840 çулта Лев Николаевич Хусана куçса килнĕ. Кунта ăна ашшĕн йăмăкĕ П. И. Юшкова пăхма пуçланă.
15 çула çитсен, 1843 çулта, Лев Толстой Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. 1847 çулхи çуркунне Лев Николаевич университета пăрахать те хай çуралнă çĕре, Яснăй Полянăна таврăнать.
[тӳрлет] Библиографи
- «Ачалăх» (Детство, повесть, 1852)
- «Çамрăклăх» (Отрочество, повесть, 1854)
- «Севастополь калавĕсем» (Севастопольские рассказы, 1855)
- «Раштав уйăхĕнчи Севастополь» (Севастополь в декабре месяце)
- «Çу уйăхĕнчи Севастополь» (Севастополь в мае)
- «1855 çулхи çурла уйăхĕнчи Севастополь» (Севастополь в августе 1855 года)
- «Çил-тăвăл» (Метель, калав, 1856)
- «Икĕ гусар» (Два гусара, повесть, 1856)
- «Çамрăклăх» (Юность, повесть, 1857)
- «Альберт» (повесть, 1858)
- «Кил-йыш телейĕ» (Семейное счастье, роман, 1859)
- «Поликушка» (повесть, 1863)
- «Казаксем» (Казаки, повесть, 1863)
- «Вăрçăпа мир» (Война и мир, 4 томлă роман, 1867—1869)
- «Анна Каренина» (роман, 1878)
- «Холстомер» (повесть, 1886)
- «Ивана Ильич вилĕмĕ» (Смерть Ивана Ильича, повесть, 1886)
- «Дьявол» (повесть, 1889)
- «Крейцерова соната» (повесть, 1890)
- «Отец Сергий» (повесть, 1890)
- «Хаджи-Мурат» (повесть, 1896)
- «Воскресение» (роман, 1899)
- «Исповедь»
- «Кавказский пленник»
[тӳрлет] Чăвашла куçарнисем
Унăн литература ĕçĕсене чăвашла Ишетер Федосия Дмитриевна куçарнă.