Тури Вылă
Wikipediaри материал
Тури Вылă, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.
[тӳрлет] Истори
1920 çулхи авăн уйăхĕн 7 тарин Кăрмăш уесĕн Атикасси вулăсне, кайран, районсене туса хуриччен, Етĕрне уесĕн Атикасси вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Хĕрлĕ Чутай районне, 1939 çулхи нарăсăн 22 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Альдеева Зоя Дмитриевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Артемьев Александр Спиридонович, - прозаик, сăвăç, литература критикĕ, - тăлмач.
- Борисова Ионикия Владимировна, - Раççейĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
- Осипова Лилия Ефремовна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.