Турхан Энтри
Wikipediaри материал
Турхан Энтри, — сăвăçă, куçăруçă. Чăн ячĕ Васильев Андрей Васильевич. 1888 çулхи çурла уйăхĕн 8 Тетюш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) Турханкас (халĕ Турхан) ялĕнче çуралнă. 1972 çулхи çу уйăхĕн 25 çав ялтах вилнĕ.
Хусанти вĕрентекенсен семинарине, кайран Мускаври пĕрремĕш ытти халăх чĕлхисен педагогика институтне вĕренсе тухнă. Вĕрентекен, иерей пулса ĕçленĕ. Патăръелти педагогика улилищинче вĕрентекен пулнă. Сăвăсем çырма 1904 çулта пуçланă. Сăвăсем, статьясем, сăвăллă юмахсем çырнă. Ж.Б. Мольер, Л.Н. Толстой çырнисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Çавăн пекех вырăс халăх тата революци сăввисене куçарнă.