Улатăр (юханшыв)
Wikipediaри материал
Улатăр, — Сăр юханшывĕн сулахай юппи. Чулхула облаçĕ, Мордва Республики тата Чăваш Ен тăрăх юхать. Тăршшĕ — 307 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 11 пин км2. Чăваш Енри вăрăмăшĕ 24,2 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 187 км2. Чӳк уйăхĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Сăр юханшывне Улатăр хули патĕнче юхса кĕрет. Çавăн пекех юханшыв хĕрринче Ардатов хули тата Тургенево посёлокĕ вырнаçнă.
Пысăк юпписем: Рудня, Инсар.