Ункă (юханшыв)
Wikipediaри материал
Ункă (Онкă), — Чăваш Енри юханшыв, Мăн Çавал юппи. Ункăпуç патĕнче пуçланать те Çĕрпӳ районĕнче Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал пĕрлешнĕ вырăнтан кăшт çӳлерех Мăн Çавала юхса кĕрет. Çапла вара Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсем тăрăх юхать.
Юханшыв тăршшĕ 64, 8 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 716 км2. Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать.
[тӳрлет] Ялсем
Юханшыв хĕррипе нумай ял вырнаçнă. Чи пысăккисем: Ишлей посёлокĕ, Ишекпе Патăрьел салисем.