Чĕмпĕр кĕпернийĕ
Wikipediaри материал
Чĕмпĕр кĕпернийĕ, — хальхи Чĕмпĕр облаçĕн, Чăваш Енĕн çĕрĕсем çинче вырнаçнă кĕперне. Çурçĕр енче Хусан кĕпернийĕ, хĕвел тухăç енче Самар кĕпернийĕ (вĕсене Атăл уйăрнă), кăнтăр енче Саратов кĕпернийĕ, хĕвел анăç енче Чулхулапа Пенза кĕпернийĕсем юнашар вырнаçнă пулнă.
[тӳрлет] Халăхсем
Кĕпернере чăвашсем, вырăссем, тутарсем, ирçĕсемпе мăкшăсем пурăннă. Ирçĕсемпе мăкшăсем пĕтĕм халăх йышĕнчен 1/9-мĕш пайĕ, чăвашсем 1/11-мĕш пайĕ, тутарсемпе мишерсем — 1/12 пайĕ.
[тӳрлет] Культура
1898 çулта кĕпернере 944 вĕренӳ заведенийĕ пулнă. Вĕсен шутĕнче арçын ачасем валли 4 вăтам шкул, хĕрачасем валли 3 вăтам шкул, 5 хула училищи, 3 уес училищи, 3 ăс-хакăл училищи, вĕрентекенсен семинарийĕ, чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕ, 7 ал-ĕç училищи, 914 пуçламăш шкул пулнă. Пурĕ 39 221 арçын ача, 11 156 хĕрача вĕреннĕ. Ялсенче 853 училище пулнă.
[тӳрлет] Кĕперне уесĕсем
- Кăрмаш уесĕ
- Пăва уесĕ
- Улатăр уесĕ