ЧПУн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ
Wikipediaри материал
Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ, — И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн факультечĕ.
[тӳрлет] Кафедрăсем
Факультетра пилĕк кафедра:
- Чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлевĕн кафедри (чи пысăкки). Кафедра пуçлăхĕ — Родионов Виталий Григорьевич, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедри. Кафедра пуçлăхĕ — Чернов Мефодий Фёдорович, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Культурологи кафедри. Ертӳçи — Федоров Георгий Иосифович, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Чăваш чĕлхипе литературин методика кафедри. Ертӳçи — Сергеев Виталий Иванович.
Факультетăн компьютер класĕ пур. Компьютерсем интернетпа çыхăннă. Инженер-программист - Лукина Анна Николаевна. Оператор - Шарипова Ирина.