Шексна (юханшыв)
Wikipediaри материал
Шексна, — Вологда облаçĕнче юхакан юханшыв, Атăлăн сулахай юппи. Юханшыв тăршшĕ 139 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 19 пин км2. Çуткӳл кӳлĕрен юхса тухать. Ытларах енĕпе юр шывĕсемпе тулать. Юпа уйăхĕ вĕçесенче чӳк уйăхĕ пуçламăшĕнче шăнса ларать те ака-çу уйăхĕсенче пăр каять.
Шексна заливĕ хĕрринче, юханшыв Рыбинск водохранилищине юхса кĕнĕ çертре, Чероповец хула ларать. Çавăн пекех юханшыв çинче Шексна ятлă поселок ларать.