Эверккел Ваççи
Wikipediaри материал
Эверккел Ваççи (чăн ячĕ Самойлов Василий Алексеевич), — сăвăç, прозаик. 1940 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Куйбышев облаçĕнчи (хальхи Самар) Похвиçнĕ районне кĕрекен Вăтам Эверккел ялĕнче çуралнă.
1979 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Вунă класс пĕтерсен пĕр вăхăт район хаçатĕнче ĕçленĕ. Выборг хулинчи (Ленинград облаçĕ) Тинĕс-Çар шкулĕнче вĕреннĕ. Çурçĕр флотĕнче моряк пулнă. Каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинчщ «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатра вăй хунă, çав хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетран куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. «Капкăнпа», «Хатĕр пул» («Çилçунат») журналсенче, «Хыпар» хаçатрă ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Эверккел Ваççин шӳтлĕ-йĕплĕ калавĕсем, сăввисемпе юптарăвĕсем республикăра тухакан хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Кану кĕнеки», «Хамăр хушăра» (сăвăсем, 1980), «Тухтăр чĕлхи», «Капкăн» библиотекинче «Каламалли пурччĕ» (калавсем, 1982), «Чарусăр алă» кĕнекисем пичетленсе тухнă.