Эйзин Пётр Егорович
Wikipediaри материал
Эйзин Пётр Егорович (чăн хушамачĕ Дмитриев), — чăваш сăвăçи. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă.
1980 çултанпа СССР ÇП членĕ. Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994), Митта Ваçлей ячĕллĕ премийĕн лауриачĕ (1997).
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1965 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (историпе филологи факультечĕ) вĕренсе тухнă. Ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ, 1965-1966 çулсенче хĕсметре тăнă. 1967-1968 çулсенче — Красноармейски районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ. 1968 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче тӳрлетекен, редактор пулса ĕçленĕ. 1968 çултанпа — тĕп редактор. Лирика тата ачасен сăвăсен пуххисем. Хăйтĕлĕллĕ верлибр мелĕсене аталантарать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Ĕçĕсем 1962 çултанпа пичетленеççĕ. Пурĕ 10 кĕнеке пичетлесе кăларнă:
- «Кавайт» (1976);
- «Сар хĕвел» (1979);
- Çĕмĕрт çути (1980);
- «Юлашки тумлак» (1982);
- «Весенняя капля» (Çурхи тăмлам, вырăсла, 1982);
- «Анне пехилĕ» (1986);
- «Юлашки çил-тăман» (1991);
- Савни юррисем (2003);
«Венгр юмахĕсем» пуххине чăвашла куçарнă.