Элĕк
Wikipediaри материал
Элěк, — Чăваш Енěн Элěк районěн администраци вырнаçнă ял. Шупашкартан 67 çухрăмра ларать. Ялта ытларах пайěпе пěр хутлă çуртсем лараççě. Çавăн пекех икě-виçě хутлисем те пур.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çул-йĕр
Элĕк урлă республика шучĕллĕ Шупашкар — Элĕк — Етĕрне автомобиль çулĕ иртет.
[тӳрлет] Истори
[тӳрлет] Çутĕç, культура
Кунта И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул, кĕвĕ шкулě, ӳнер шкулě, краеведени музейĕ, икĕ вулавăш, культура керменĕ пур. Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат тухса тăрать.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Лебедева Людмила Ивановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Михайлов Кирилл Иванович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Никандрова Дина Андреевна, - Чăваш Енĕн Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Сергеева Мария Сергеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Судакова Роза Егоровна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Шумилов Валерий Серафимович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.