Эсхель Аркадий Александрович
Wikipediaри материал
Эсхель Аркадий Александрович (чăн хушамачĕ Александров), — чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, критикĕ. 1914 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Янсакасси ялĕнче çуралнă. 1992 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.
1937 çултанпа СССР ÇП членĕ. Ăна «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе хисепленĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1928 çулта Тутарстанри Сиктĕрмери сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, партипе комсомол ĕçĕсенче вăй хунă. Çав вăхăтрах Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
1932 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 1934-1940 çулсенче А. Эсхель «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. 1940 çулта ăна Чăваш Çыравçăсен ертӳ пуçлăхне суйланă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче А. Эсхель «Чăваш коммуни» хаçăт редакторĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «Илемлĕ литература» альманаха редакциленĕ.
1950-1952 çулсенче вăл — Чăваш АССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи ӳнер ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ, ун хыççăн — «Ялав» журнал тĕп редакторĕ. 1947 çулта ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пурĕ 50 кĕнеке патнелле тухнă:
- «Ырă кун» (1935);
- «Калавсем» (1938),
- «Телей» (1940);
- «Пĕчĕкçĕ строительссем» (1941);
- «Ăмăрт кайăк» (1944);
- «Чăваш совет литератури» (1948);
- «Виçĕ туй» (1955);
- «Хĕвеллĕ çумăр» (1965);
- «Юрлакан шăнкăрав» (1976);
- «Çул хыççăн çул» (1984);
- тата ыттисем.
Унăн сăввисемпе кĕвĕçĕсем нумай юрă кĕвеленĕ.