Çĕмĕрле
Wikipediaри материал
Çěмěрле, — Чăваш Енри хула, 1916 çулта Мускав-Хусан чукун çулне тунă çухне хывнă. 1930 çултанпа ěçлекенсен поселокě, 1937 çултан — хула. 1935 çултанпа Çěмěрле районěн администраци вырăнě. Шупашкартан 110 çухрăмра вырнаçнă.
Хула варринче пилěк тата икě хутлă çуртсем вырнаçнă, хула хěрринче — пěр хутлисем.
1999 çулхи кăрлачăн 1 41 пинě çын пурăннă (1959 çулта — 30,2 пинě, 1979 çулта — 37,3 пинě, 1989 çулта — 41,9 пин çын). Тěрлě тěслě халăхсем пурăнаççě, вěсенчен вырăссем- 68%, чăвашсем- 24%. Çавăн пекех мордвасем, тутарсем, украинецсем тата ытти халăхсем пурăнаççě.
Çěмěрлере 8 вăтам шкул, музыка шкулě тата ӳнер шкулě пур. Çавăн пекех икě культура керменě, кинотеатр «Дружба», 7 вулавăш, краеведени музейě пур.