Çаваç Ваççа
Wikipediaри материал
Çаваç Ваççа (чăн ячĕ Леонтьев Василий Леонтьевич), — сăвăç. 1906 çулта Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă. 1976 çулта Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Тăлăха юлса ача çуртĕнче ӳçнĕ. Шупашкар рабфакĕнче, Чĕмпĕр педагогика техникумĕнче, Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче, Çĕрпӳпе Патăрьел педагогика училищисенче, Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Унăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче, тата пĕрлешӳллĕ сборниксенче пичетленнĕ: «Вун иккĕре», «Комсомолия», «Çĕр чĕнет», тата ыттисенче.