Вырăскасси
Wikipediaри материал
Вырăскасси, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.
Ял Шурă кӳлĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă. Елчĕкрен 19 çухрăмра ларать.
2004 çул пуçламăшĕ тĕлне ялта 124 кил пулнă, 318 çын пурăннă. Ялта культура çурчĕ, ял вулавăшĕ, фельдшер пункчĕ, лавкка пур. Юнашар «Заря» предприятийĕн автотрактор паркĕ, фермăсем вырнаçнă.
Яла 2003 çулта газ кĕртнĕ.
[тӳрлет] Истори
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшчен Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мěш çулченПатăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Яла никĕслекенсем халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районне кĕрекен Партас тата Уйкас ялĕсен çыннисем пулнă. 1710 çулта кунта 4 хуçалăх пулнă. 1719 çулта — 5. Пĕрремеш куçса килнĕ çынсен Емер, Аюк, тата Калмык ятлă пулнă. Кашт каярахпа кунта тепĕр чăваш, тата Муравьев вырăс хăйсен кил-йышĕсемпе куçса килнĕ. 200 çул каялла кунта Брюханов, Любимов, тата Цапырин вырăссем вырнаçнă. Вĕсене Çĕпĕре ăсатнă пулнă. Вĕсене куçса килнĕ вырăссем тесе калама пуçланă. Кун хыççăн яла Вырăскасси теме пуçланă.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине пурĕ 164 çын кайнă, 61-шĕ унта хăйсен пуçне хунă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Елен Нарпи, çыравçă.
- Кузнецов Иван Данилович, критик-литературовед.